Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла.
Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.
Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнине пула ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 11 районпа хулара пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑхсем шыва кайнӑ.
Республикӑн ГКЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансене пырса тивнӗ.
Ейӳ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсенче уйрӑмах ҫивӗч. Кунта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юханшывсенче шыв шайӗ хӑпарнӑран район ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене талӑкӗпех ӗҫлемелли йӗрке ҫине куҫарнӑ. Патӑрьел районӗнче Пӑла ҫырантан тухса кайнӑ, ҫавна май Патӑрьел, Анат Туҫа, Тӑрӑн, Кӗҫӗн Арапуҫ, Чӑваш Тимешӗ тата Вӑтаел ялӗсем шыва каяс хӑрушлӑх тухса тӑнӑ.
Краснормейски районӗнчи Карай ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тата унӑн 23-ри пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ. 30 ҫултискер – Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Infiniti QX-70 автомобиль пулӑшнипе Муркаш районӗнче ларнӑ куҫса ҫӳрекен пӳрт-вакуна вӑрланӑ. Пурлӑх вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативӗн пулнӑ.
Депутат пӗччен «ӗҫлемен». 23-ри пӗлӗшӗпе иккӗшӗ пӳрт-вакуна Элӗк районе туртса кайнӑ. Вӗсем хуҫалӑха 210 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Депутат тата унӑн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ.
Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.
«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.
«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.
Кӑҫал Раҫҫейре ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралсан пособи пама пуҫлӗҫ. Ку тӳлеве Чӑваш Енре илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 64 ҫемье ку тӗлӗшпе заявлени панӑ. Хальлӗхе пособие 33 ҫемье илме тивӗҫнӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗнче пособи илес тесе заявлени ытларах ҫырнӑ: пӗтӗмпе 9 ҫемье. Вӗсенчен 9-шӗ тӳлеве тивӗҫнӗ.
Пӑрачкав районӗнче вара 3 ҫемье администрацин ЗАГС пайне ҫитме васкамаҫҫӗ. Элӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче те ҫемьесем пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие илес тесе администрацие ҫитеймен-ха.
Сӑмах май, заявление кирек хӑш вӑхӑтра пама май пур. Тӳлеве ача 1,5 ҫул тултариччен параҫҫӗ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ.
А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ.
Канаш тата Элӗк районӗсенче икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер пӗчченех кун кунланӑ. Ӑна ентешӗсем кӑрлачӑн 5-мӗшӗнченпех курман. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вара Элӗк районӗнчи Ехремкассинче хӑйӗн килӗ умӗнчех 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Сӑмах май, вӑл та пӗчченех пурӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма та, арҫынна та пусмӑрласа вӗлермен. Ахӑртнех, вӗсем иккӗшӗ те шӑнса вилнӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну кӑларӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи кивӗ ҫуртра пушар тухнӑ. Улма-ҫырла урамӗнчи 39-мӗш ҫурт кивӗ пирки сӳтмеллискерпулнӑ. Унта ҫулӑм алхасма пуланӑ та сӗрӗмпе 37-ри арҫын антӑхса кайнӑ. Мӗскӗне Республикӑн клиника пульницине ӑсатнӑ.
Кивӗ ҫуртра мӗн сӑлтавпа ҫулӑм тухнине тӗпчевҫӗсем тӗплӗ экспертиза ирттерсе палӑртӗҫ.
Ку ҫурта кӑҫал сӳтме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ 31, 33, 35, 37 тата 41-мӗш ҫуртсене ишмелле.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Элӗк районӗнчи Ураскилтре пурӑннӑ арҫыншӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ инкекпе вӗҫленнине, сехет 12 хутчен шакканӑ хыҫҫӑн ун килӗнче пушар тухнине, пӗр хутлӑ кирпӗч пӳрт ҫуннине, пушар кил хуҫи вилнине пӗлтернӗччӗ.
Элӗк районӗнчи Ураскилтре пурӑннӑ арҫыншӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ инкекпе вӗҫленнӗ. Сехет 12 хутчен шакканӑ хыҫҫӑн ялти пӗр ҫуртра пушар тухнӑ, пӗр хутлӑ кирпӗч пӳрт ҫуннӑ.
Шел те, пушарта кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме 2 техника, 6 ҫын ҫитнӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫав ҫуртра пурӑннӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл – 1949 ҫулта ҫуралнӑскер.
Пушар ӑҫтан тухнӑ? Халӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, медицина тата пушар-техника экспертизи ирттерес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш.
«Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ.
Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |